Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинче йӗлтӗрпе ярӑнма килнӗ арҫын вилнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек паян 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Ватӑ ҫын рашчана йӗлтӗрпе ярӑнма килчӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине пӗлместӗп», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. РФ Следстви комитечӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ведомство арҫын вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫукки пирки хыпарлан
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна хӑйӗн арӑмне пусмӑрланӑшӑн, мӑшкӑлланӑшӑн тата ирсӗрле ясар шухӑшне чӑна ҫавӑрнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех арӑмне хӗненӗ, пуҫӗпе холодильник ҫумне темиҫе хутчен ҫапӑнтарнӑ, унтан ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Унпа та ҫырлахман — мӑшкӑлланӑ, ирсӗрле ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Ҫав кун упӑшки арӑмне пирвайхи хут асаплантарма иккен, унччен те ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Кашнинчех — ӳсӗрле. Арҫынна ҫавӑн хыҫҫӑнах тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Апла пулин те вӑл паянхи кун та хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухса йышӑну кӑларӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культур керменӗнче «Новочебоксарск – город единства народов и культур» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар — халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн хули) наци культурисен фестивалӗ иртӗ.
Фестивале хулара пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн культурине тӗпчес пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха аталантарас тӗллевпе ирттересшӗн.
Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен, ҫармӑссен, мӑкшӑсен, эрменсен тата ыттисен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан куравсем ӗҫлӗҫ. Унта наци тумӗсене хаклама, апат-ҫимӗҫне пахалама май туса парҫ. Вырӑс халӑх тумтирне вара дефиле ирттерсех сцена ҫинче кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 31-мӗшӗнче машинӑсене пӑшалтан пенӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ хӑйне ирӗке янӑ каччӑна право хуралӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер пулни палӑрнӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ. Пӗр арҫын кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата шалӑп пама пынӑ.
Концерт «Химик» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Сергей Сергеев арӑмне парне тума шутланӑ та концерта каймашкӑн 2 билет туяннӑ. Анчах вӑл артистсен юррисемпе чунран киленеймен – тухса кайнӑ.
«Вӑйлӑ сасса пула залра ларма ҫукчӗ, хӑлхана ҫуратчӗ. Пуҫ ыратма тытӑнчӗ. Эп администратор патне пытӑм та сасса пӗчӗклетме ыйтрӑм, анчах вӑл хирӗҫлерӗ, полици чӗнсе илессипе хӑратрӗ. Ман шутпа, унта децибелсен шайӗ пысӑк пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ арҫын.
Вӑл концерт вӗҫленессе фойере кӗтсе тӑнӑ, арӑмӗ залрах ларнӑ. Культура ҫурчӗн директорӗ каланӑ тӑрӑх, унти сасӑ аппаратури сывлӑха сиен кӳме пултараймасть, ытти ҫынран ӳпкев пулман.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, самбо тата дзюдо енӗпе хатӗрлекен Олимп резервӗсен 10-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗнче арҫын самбистсен республика шайӗнчи чемпионачӗ иртнӗ. Кун пирки «Грани» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тӗрлӗ хулапа районсенчен 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Апла пулин те Шупашкар арӗсемпе каччисем пуринчен ытларах маттур пулнӑ. Вӗсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илекен те ытларах. Ҫапла майпа Василий Кузьмин, Даниил Дмитриев, Сергей Дробязко, Никита Соколов, Илья Капустин, Лев Афанасьев, Олег Воробьев тата Евгений Малов ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсен йышне ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Никита Жигаревпа Вӑрмар поселокӗнчен килнӗ Денис Тимофеев кӗме пултарнӑ.
Кӑрлачӑн 4-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» иртет. Кӑҫал мероприятисем виҫӗ хулара тата тӑватӑ районта иртӗҫ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче, паян, ҫулҫӳрев Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Муркаш районӗнче иртнӗ. Ыран мероприятисене Сӗнтервӑрри хулинче, Улатӑр хулинче, Етӗрне районӗнче йӗркелӗҫ. Ыран ҫулҫӳревҫӗсем Етӗрне районне, Ҫӗрпӳ районне ҫитӗҫ.
Кам ытларах район-хулана ҫитет – ҫавна хаклӑ парне парӗҫ. Анчах условисем пур: мероприяти иртнӗ вӑхӑтра селфи тумалла, сӑнӳкерчӗксене «Контактра» е «Инстаграм» халӑх тетелӗсене кӑларса хумалла, хэштег ҫырмалла: #НовогоднееПутешествиеПоЧувашии. Пӗтӗмлетӗве кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче тӑвӗҫ.
Ҫак кунсенче Муркаш районӗнче машинӑран кӑкарнӑ пӳремеч 33-ри арҫынна ҫапса хӑварни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар районӗнчи Аркасси ялӗ чиккинче пӳремечпе ярӑнакан арҫын машина айне пулнӑ. Юрать-ха, вӑйлах суранланман.
Ку пӑтӑрмах ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ. «Рено Сандеро» водителӗ ҫулпа пынӑ. Хайхискер ун ҫине пӳремеч вирхӗнсе пынине вӑхӑтра асӑрханӑ та ҫул хӗрринче чарӑннӑ. Ҫапах арҫын машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 11 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет урамӗнчи 65-мӗш ҫурт патӗне полицейски ватӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Пакунли авари вӑхӑтӗнче хӑйӗн машинипе пулнӑ.
Ҫапса кайнӑ ватӑ ҫын – 72 ҫулта. ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку авари тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттерӗҫ.
Юрать, пӑтӑрмахра кинемей чӗрех юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта Б.Хмельницкий урамӗнче ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ун ҫине полицейски пырса кӗнӗ тесе сас-хура сарӑлнӑччӗ. Чӑннипе вара арҫын ача ҫул ҫинче шуса ӳкнӗ, пакунли ӑна пулӑшма тухнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайсан Кремль ёлкинчен ҫакнӑ теттене илни, унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Трофим Егоровӑн ӗмӗчӗ пирки вулани ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Ӗнер Михаил Игнатьев Егоровсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кун пирки республика пуҫлӑхӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫемье пуҫӗ Александр — пушар хуралӗн ӗҫченӗ, амӑшӗ Екатерина — стоматолог тухтӑр. Мӑшӑр виҫӗ ачана пӑхса ӳстерет. Чи кӗҫӗнни Трофим — сусӑр. Амӑшӗ ӑна ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе куллен массаж тӑвать, анчах ятарлӑ сӗтел туянма йышлӑ ҫемьен хальлӗхе майсем пулман.
«Массаж сӗтелӗ сире чӑнахах кирлине куратӑп. Ачасен ӗмӗчӗсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пурнӑҫланмалла» , — палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Егоровсем питӗ кирлӗ ҫак парнешӗн савӑннӑ, уншӑн тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |